«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакан верентекенсем стажировкb

«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакан верентекенсем стажировкb

Тăван чĕлхене аталантарас тесе 14 мартра 116-мĕш ача сачĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелесси» программăпа хăйсен пĕлĕвне ÿстерекен, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакан верентекенсем стажировкăра пулчĕç. Воспитательсем чи малтанах килнĕ хăнасене чăваш ташши ташласа кăмăлĕсене çĕклес терĕç. Ача сачĕн заведующийĕ Алена Семенова пурнете саламласа вĕренÿ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кун хыççăн педагогсем хăйсен ăсталăх лаççине уçрĕç: Наталия Кузнецова пурне те «Чăвашла выляса та савăнса вĕренетпĕр» интерактивлӑ вӑйӑпа паллаштарчĕ, Наталия Филиппова ертсе пынипе Bee-bot вĕлле хурчĕ роботпа чăвашла вĕрентме хăнăхрĕç, Надежда Амасевăпа дидактика вӑййисем вылярĕç, Зоя Иванова кăтартса пынипе чăваш масмакне илемлетрĕç. Эпĕ ĕнте, Светлана Тарасова, кунти ача сечӗнче педагог-психолог пулса ĕçленӗ май, хамӑн юлташ –педагогсенчен юлас темерĕм. Хӑнасене инновациллӗ тата активлӑ меслечӗпе - Арт-терапи элеменчӗсемпе усӑ курса тӑван челхене ачасемпе çӑмӑллӑн туптама пулнине тимлӗрех сӑнарлас терӗм. Воспитательсемпе пӗрле, çак меслетпе усӑ курса, чӑваш пуканисен сӑнарӗсене ӳкерсе хатӗрлерӗмӗр те чӑвашла «Тилӗ тус» («Лиса плясунья») юмахне ятӑмӑр.
Пĕлĕве ÿстерекен педагогсем Юмах-терапийӗ, уйрӑмах, ачасене тӑван чӗлхене аталантарма, ачан сӑмахӗн словаре пуянлатма çӑмӑл меслет пулнине пулӑртса хӑварчӗç.
Анна Егорова ертсе пынипе воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетсе, ачасене тĕрлĕ ĕç тутарса тата таврашри япаласемпе усă курса чăвашла калаçма вĕрентмелли майсемпе мелсене палăртрĕç.



14 марта 2023
19:20
Поделиться